Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Икӗ ҫыру (Митта Ваҫлейӗ)

1

Хусанти юлташсене

Хӑямата янисене ан манӑр,
Харкамӑн хӑйӗн ӑраскал.
Салам сире! Аякри тӑванӑр
Упрать-ха сых ятне вӑй-хал.

Е кӗтнӗ кун ҫитес пулсан пӗр те пӗр —
Эп ҫунӑп иртнӗ хӗрӳпех, —
Ӑмӑртӑва тухан яш-кӗрӗм евӗр,
Вӑй-кил кӳртен мӑн кӗрӳ пек.

Эп таврӑнӑп йӑвашшӑн та хаяррӑн —
Ҫӗршыв туй-ҫуй тапратнӑ чух.
Хавхалануллӑ такмаксем хайларӑм,
Туй намӑсне ярассӑм ҫук.

Ҫапла, кӗрӳ килессине ан манӑр —
Е ҫур ҫӗрте, е кӑнтӑрла...
Салам сире! Аякри тӑванӑр
Вӑй-хал кӳртме таврӑнмалла!..

2

Кӗҫтук Иванова

Эп курнӑ тӗнчере чӗр тамӑк,
Эп курӑп ҫӑлӑнӑҫ кунне!
Саламлӑн уҫӑлать ытамӑм
Паян, ҫӗршывӑм, сан енне.

Эс манӑн шанчӑка сыхлатӑн
Хаяр та шалкӑм кунсенче.
Чӗпписене шыран хӑлатӑн
Вӗҫетӗн ман шухӑшсенче...

Каллех ак Атӑлӑн тав-шавӗ
Мана йыхравлӑн тухатать...
Нихҫан та сан йӑху хавшамӗ,
Тӑван ҫӗршывӑм, тупата!

Эп саншӑн ҫӗнӗрен ҫуралтӑм,
Эп мантӑм пур йывӑрлӑха.
Ҫӗкленчӗ сыпӑннӑ ҫунатӑм
Каллех хӗвеллӗ анлӑха.

Тапранчӗ чун хаваль хавассӑн
Сан ӑшшупа амаланса.
Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм
Каллех ян хурҫӑ пек таса!..

Телейлӗ ачисем Адамӑн —
Умра ыр шанчӑк пур чухне.
Тӗп пултӑр тӗнчере чӗр тамӑк!
Ҫул пултӑр ҫӑлӑнӑҫ кунне!

Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам.
Пин юррӑмран пӗри анчах юлайтӑр.
Ӑна тӑван ыр кӑмӑлпа юрлатӑр, —
Вара ман канлӗ пулӗччӗ тӑпрам.



 
Категорисем: Митта Ваҫлейӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-13 12:38:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3327 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем